Педагогсене хавхалантарĕç
Чăваш Енре пĕчĕк хулара тата ялта ĕçлеме вырнаçнă çамрăк педагогсене укçан тӳлесе пулăшĕç. Кун пирки калакан хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă.
Вĕренӳ организацийĕсенче педагогсене укçан хавхалантармалли документ 2023-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет.
Çамрăк специалистсен вĕрентӳ организаципе килĕшӳ çирĕплетмелле. Ялта пĕрремĕш çул ĕçленĕшĕн вĕрентекенсене 20 пин тенкĕ, иккĕмĕш çулшăн — 40 пин тенкĕ, виççĕмĕш çул вăй хунăшăн 60 пин тенкĕ тӳлĕç.
50 пин çынна яхăн пурăнакан хулара пĕрремĕш çул ĕçлекен педагога 10 пин тенкĕ, иккĕмĕш çул тăрăшакана 20 пин тенкĕ, виççĕмĕш çул вăй хуракана 30 пин тенкĕ пама йышăннă.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енри вĕрентӳ тытăмĕнче 20 пине яхăн педагог ĕçлет, вĕсенчен 4 пинĕ — çамрăк специалист. Хушма тĕрев педагогсемшĕн пысăк пулăшу пулĕ, шкулсене кадрсемпе тивĕçтерме май парĕ.