Фильмри çурт 135 çулта
Виçĕ историллĕ тапхăра пĕрлештерекен объект. Ăна çĕкленĕренпе кăçал 135 çул çитрĕ. Сăмах Шупашкар районĕнчи Арккасси ялĕнчи икĕ хутлă кирпĕч çурт пирки пырать. Шăпах ăна «Чăвашкинона» никĕсленĕ Иоаким Максимов-Кошкинский хăйĕн «Ял» фильмĕнче ӳкернĕ. Объектăн шăпи арккассисене пăшăрхантарать. Унăн пуласлăхне çак çуртрах сӳтсе яврĕç.
Урай-Макаçри культура çурчĕ çумĕнчи «Сăрнар» ушкăн хăнасене тăванлăх юррисемпе кĕтсе илчĕ. Арккасси ялĕнче кăçал виçĕ хут уяв. Çурта çĕкленĕренпе 135 çул, унăн хуçи Егор Николаев хресчен çуралнăранпа 185 çул, çурта «Ял» фильмра ӳкернĕренпе 95 çул çитрĕ. Арккассинчи çурт чаплă та паллă. Ăна пирĕн çĕршывра кăна мар, тĕнчипех пĕлеççĕ. «Ял» фильма Европăра та, Голливудра та кăтартнă. Хальхи вăхăтра унăн ултă пайĕнчен пĕри кăна сыхланса юлнă. Ыттисене иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тĕп тунă. Патша вăхăчĕ, совет тапхăрĕ тата хальхи самана - Арккассинчи çурт истори тĕлĕшĕнчен пуян. Кино ӳкерекенсемшĕн вăл сăваплă вырăн шутланать.
Валентин Григорьев: «Республикăра пирĕн ялти туризма аталантарса пыраççĕ. Кун пирки те калаçса илетпĕр паян. Çак çурта туризм маршрутне кĕртнĕ пулсассăн питĕ вырăнлă пулмалла. Паянхи кун районта т , республикăра та 1887 çулта лартнă çуртсенчен пĕр çурт анчах çан пек сыхланса юлнă пулнă.»
19-мĕш ĕмĕрте çĕкленĕ çурт культура эткерлĕхĕн объекчĕ шутланать. Эппин, унта пĕр юсав ĕçĕ ирттерме те, çуртăн планне улăштарма та, пĕр пăта çапма та юрамасть. Халĕ объект сывлăх сыхлав министерствин пурлăхĕ шутланать. Нумаях пулмасть кунта медицина пункчĕ пулнă. Халĕ ăна юнашар çĕкленĕ. Совет тапхăрĕнче кунта пуçламăш шкул ачисене вĕрентнĕ. «Çурта сыхласа хăварасси кашнин тивĕçĕ. Унта чăваш халăх историйĕ, йăли-йĕрки, тавракурăмĕ упранать», палăртрĕç пухăннисем.
– Пĕр-пĕрне хисеплер, пурнăçа юратар, юрамасть тĕнчене аркатма, ĕмĕр иккĕ мар, тĕнче виççĕ мар çавна туссем пурте ăнланар
Республика кăларăм валли Алексей Зотиков, Олег Цыпленков