Шупашкарта - хăнара
Халĕ вара тĕп хуламăра хăнасем ятарлă çулпа та çитме пултараççĕ. «Атăлçи тăрăхĕнчи кăмăллă канмалли кунсем» маршрутпа килĕшӳллĕн туристсем Шупашкар хулин илемĕпе киленчĕç, халăх культурипе çывăхрах паллашрĕç. Аякран килнĕ ушкăнсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшанчĕ. Аякри хăнасем хальхинче Чĕмпĕр, Самара, Сызрань, Пенза тăрăхĕсенчен килсе çитрĕç. Çулçӳревçĕсене тĕп хулари çуран экскурсисем илĕртрĕç. Пухăннисене кăсăклă самантсемпе паллаштарчĕç. Чăваш Енĕн паллă çыннисем, историри пĕлтерĕшлĕ самантсем, Шурă Шупашкарăн илемлĕ урамĕсем – кашниех вăхăта кăмăллă ирттерме пултарчĕ. ГЕОРГИЙ ФОМИРЯКОВ: «Чаплă хăнасене кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илетпĕр, хамăрăн культурăна кăтартасшăн эпир вĕсене. Пирĕн халăхăн авалхи йăла-йĕркесем нумай сыхланса юлнă, ăна перекетлеççĕ. Тĕрлĕ фольклор ансамблĕсем пирĕн Чăваш Енре ĕçлеççĕ. Çавăнпа та кунта килнĕ çынсене тĕлĕнмелле асамлă утрав çине çитнĕн туйăнма пултартать». Чăваш патшалăх драма театрĕнче хăнасем чăваш çыннин кун-çулĕ, халăх историйĕ, йали йĕркипе паллашма пултарчĕç. Аслисемпе танах ачасем те чăваш халăх историне сăнлакан спектакльпа киленчĕç. Чылайăшĕ Шупашкарта пĕрремĕш хут. Хăшĕ-пĕрисем хулапа маларах паллашнă пулин те, хальхинче те вĕсем валли кăсăкли нумай пулчĕ. – Пĕтĕм хулапа паллашма ĕлкĕрейменччĕ, турист маршручĕ пулăшнипе хулапа ытларах паллашма май пур. Спектакль вара çав тери чаплă, артистсен ăсталăхĕ çӳллĕ шайра. Хăнасем кӳлемĕшре вырнаçнă ăстасен лавккисенче чăваш халăх кун-çулне сăнлакан теттесем, асăнмалăх парнесем туянма пултарчĕç. Маргарита Мельникова, Татьяна Молокова, Бахтияр Велиев