Салтаксем валли — пулăшу
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Канаш хулинчен ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Красноармейски, Вăрмар, Вăрнар, Тăвай, Патăрьел тăрăхĕсенчен тата Канаш хулинчен юсанă 9 автомобиль çула тухрĕ. Вĕсем хыççăнах улатăрсем те пуçарулăх кăтартрĕç. Юсаса çĕнетнĕ 3 УАЗа салтак валли кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тултарнă. Пулăшу çула тухиччен пирĕн пултарулăх ушканĕ Улатăра çитсе килчĕ.
Çак прицеп хула варринче икĕ эрне ларнă. Улатăрсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли кунта гуманитарĕ пулăшăвĕ иле-иле килнĕ: эмелсем, пăсăлман апат-çимĕç, ăшă тум-тир. Кунта çара ăсатмалли пĕр пай çеç. Пулашăвăн пысăк пайĕ вара – çак гаражра. Окопра çутмалли çуртасем, нуски, алсиш, инструментсем, 11-мĕш шкулти поварсем пĕçернĕ пăтă тата ытти те – пĕтĕмпе 8 тонна. Вĕренекенсем шăрçаланă йĕркесем те салтаксене хавхалантармалла. Станислав Актушинскийпе Андрей Аввакумов малтан хăйсен шутĕнчен пĕр машина туянса юсанă хыççăн çапăçу хирне леçесшĕн пулнă. Вĕсен ыр шухăшне ыттисем те ырланипе пулăшу пирки хулара пурăнакансене те пĕлтернĕ. Çар операцине хутшăнакансемпе тӳрремĕнех çыхăнса вĕсене мĕн кирли пирки ыйтсан укçа та пухма пуçлаççĕ. 5 тепловизор, монокуляр, виçĕ УАЗ – кирлĕ хатĕрсем. Çавăн пекех ăстасем пĕчĕк кăмакасем те юсанă. Карлачан 28-мĕшĕнче ку пулăшу çула тухрĕ. Транспорта вырăна çитерессипе «Пĕрле» фонд та тăрăшать. Чăваш Енри тăрăхсенчен кайнă автомобильсене вырăна çитерессине республика ертӳçин администрацийĕ те пăхса тăрать.