Ачасен ĕмĕтне пурнăçлас тесен елкажелений.рф сайтра регистрациленмелле. Унта пĕчĕккисен кăмăлне çырса пĕлтермелле. Канаш хулинче пурăнакан Зоя Максимова «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцие хутшăнса ывăлĕн кăмăлне тултарма пулăшрĕ. 11 çулти арçын ача самолётпа вĕçме ĕмĕтленнĕ. Тинех вăл хула илемне тӳперен пăхса хакларĕ. Даниил Яковлев Канаш хулинче пурăнать. Сывлăх енчен хавшак пулнăран вăл кӳмепе куçса çӳрет. Арçын ача халиччен самолетпа вĕçсе курман. Уйрăмах вăл çакăн йышшипе тӳпене çĕкленме ĕмĕтленнĕ. Çак модель самолечĕ Гинесс рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ. Ан-2, халăхра ăна «кукурузник» теççĕ. Техника 74 çул тӳпере. Çак вăхăт тĕлне вăл çĕр-çĕр вĕçев тунă. Паян та хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ пурнăçларĕ. Даниил борт çинче хăйне ăста вĕçевçĕ пекех тытрĕ. Хула илемне тӳперен амăшне те кăтартма пултарнăшăн савăнчĕ. ДАНИИЛ ЯКОВЛЕВ: «Çулталăк каялла «Поле чудеса» кайма ĕмĕт ятăм. Пурнăçланмарĕ. Кăçал самолетпа вĕçме шутларăм. Вĕçсе хăпарнă чухне хăрарăм. Çӳлтен питĕ хитре. Хула, залив куртăм. Мана питĕ килĕшрĕ». ЗОЯ МАКСИМОВА: «Даниил питĕ савăнчĕ. Эпир çак ĕмĕт пурнăçласса кĕтменччĕ. Хăй питĕ савăнчĕ. Ун çинчен калаçса ыйтса çӳрерĕ. Хăçан, мĕскер, мĕнле пулать тесе. Паян халь вăл хумханать. Çавăнпа та хăйĕн савăнăçне ытлах кăтартмасть ĕнтĕ. Ыран ĕнтĕ савăннине кăтартма пуçлать. Ыйтма, калаçма пуçлать. Мĕн курнине каласа пама пуçлать. Тавтапуç». Пилот Даниила асăнмалăх самолет кӳлепине парнелерĕ. Кам пĕлет, тен çак Çĕнĕ çул тата Даниилăн пурнăçланнă ĕмĕчĕ – пысăк авиаципе туслашма пулăшĕ. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Çĕнĕ çулта кашни ача асамлăха кĕтет. 11 çулти Данил парнеллĕ çеç пулмарĕ. Асамлăха ĕненме пултарчĕ. «Республика» кăларăм валли Елизавета Цветкова, Бахтияр Велиев».
Доходы отелей в Чувашии выросли до 3 млрд рублей в 2023 году
Угнал такси, влетел в сугроб и перевернулся (видео)
Жители Чувашии становятся архитекторами будущего, решая, что улучшить в своих городах и селах
В Чувашии подвели итоги голосования на выборах президента: за кого 85 %?
Russian.City — новый бренд от федеральной интернет-платформы Russia24.pro (в содружестве с сайтом 123ru.net) – мгновенная публикация новостей в Канаше и в любом городе, онлайн, бесплатно, 24/7 при участии BigPot.News.
Russian.City (Города России) — технологичный агрегатор региональных новостей России в адаптивном календарном формате на основе новейшей авторской информационно-поисковой системы RU24.net с элементами искусственного интеллекта, гео-отбора, тематического таргетинга и возможностью мгновенной публикации авторского контента в режиме Free Public.
Russian.City — ваши оперативные новости, частные объявления, работа, знакомства, аренда и другое инфо онлайн 24/7, посуточно в любом уголке России, в том числе в Канаше сегодня и сейчас совместно с уже популярными проектами Moscow.Media, News-life.pro, SportsWeek.org, Life24.pro и др. Присоединяйтесь к нам онлайн в России, в Украине, в Беларуси, в Абхазии, в мире.
Опубликовать свою новость в Канаше можно мгновенно — здесь.